Шупашкар

20 Пуш, 2020

Лавккасенче тавар çителĕклĕ

Чăваш Енри лавккасенче çÿлĕксем пушă мар, куллен кирлĕ апат-çимĕç çителĕклех. Хаксем те ÿсмен.

Çакна "Хыпар" издательство çурчĕн фотожурналисчĕ Василий Кузьмин влаçрисемпе пĕрле çуресе паян хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Вăл Шупашкарти Митов бульварĕнчи "Магнит" магазинта тата Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче Чăвашпотребсоюз лавккинче пулнă.

16 Пуш, 2020

Аслă шкулсем дистанци мелĕпе вĕрентеççĕ

Шупашкарти аслă шкулсем дистанци мелĕпе вĕрентеççĕ. Вăхăтлăх мерăна тĕнчере, вăл шутра Раççейре те, алхасакан коронавируса пула йышăннă. Чăваш Енре паянхи кун тĕлне ку чирпе аптăракан çук.

28 Нарăс, 2020

Шупашкарта самбо енĕпе çĕршыв чемпионачĕ пуçланчĕ

Паян "Шупашкар-арена" пăр керменте самбо енĕпе çĕршыв чемпионачĕ пуçланчĕ. Чăваш Ене 60 регионтан 625 спортсмен килсе çитнĕ. Виçĕ кунра вĕсем медальсен 25 комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ.

28 Нарăс, 2020

Автоаварие лекнисене мĕнле пулăшаççĕ?

Паян Кÿкеçри 41-мĕш пушар-çăлав чаçĕнче МЧС сотрудникĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Вĕсем автомобиль транспортĕнче пулнă синкерте аварипе çăлав ĕçĕсене хăйсем мĕнле пурнăçлама пултарнине кăтартса пачĕç.

Pages