Комментари хушас

28 Нарăс, 2020

Шупашкарта самбо енĕпе çĕршыв чемпионачĕ пуçланчĕ

Паян "Шупашкар-арена" пăр керменте самбо енĕпе çĕршыв чемпионачĕ пуçланчĕ. Чăваш Ене 60 регионтан 625 спортсмен килсе çитнĕ. Виçĕ кунра вĕсем медальсен 25 комплектне çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Пирĕн республика чысне 9 самбист хÿтĕлет. Кавир çине тухакансене РФ самбо федерацийĕн президенчĕ Сергей Елисеев, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ăнăçу сунчĕç.

"Пирĕн республикăра 2016 çултанпа "Самбо - шкула" программа пурнăçланать. Вăл пулăшнипе юлашки çулсенче спортсменсен йышĕ самай ÿсрĕ. Чылай çамрăк спортпа туслашрĕ. Самбо çыннăн кăмăл-туйăмне çирĕплетет, киревсĕр йăласенчен упрать, патриотсене çитĕнтерет", - терĕ Олег Алексеевич. Сергей Елисеев Чăваш Енре самбăна аталантарас тесе тăрăшакан ăста тренер нумай пулнине, вĕсем пултаруллă спортсменсем çитĕнтернине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. 

Рубрика: