Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пычĕ.
2019 çулта Китайра пуçланнă коронавирус алхасма пăрахмасть. Тĕнчере те, Раççейре те, Чăваш Енре те чирлекенсен йышĕ çав-çавах пысăк. Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Раççейре усал çак чир пĕтĕмпе 528964 çынна ернĕ. Вĕсенчен 280050- шĕ – сывалнă. 6948 çын пурнăçран уйрăлнă. Сăмах май, тĕнчере çĕнĕ вирус ернисен шучĕ 7 миллион та 890 пин çынран иртнĕ. Ĕнерхи кун тĕлне тĕнчере çак амака пула 433019 пациентăн пурнăçĕ татăлнă.
Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлав министерствин тытăмĕнчи лабораторисенче çу уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне коронавирус анализне 20 004 хутчен илнĕ. Пĕтĕмпе 18 пин те 855 çын анализне илнĕ.
Хамăр тĕллĕн килте лармалли изоляци тапхăрĕнче никама та çăмăл мар. Çакна шута илсе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен, общежитире пурăнакан студентсене профком тÿлевсĕр медицина маскисемпе тивĕçтерет. Вĕсем — нумай хут усă курмаллисем.