Комментари хушас

17 Утă, 2020

Асăрханулăх йĕркине пăхăнмаççĕ

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пычĕ.

Владимир Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, коронавирус инфекцийĕпе 6110 çын чирленĕ, вĕсенчен 17-шĕ — çул çитменнисем. «Обсерваторире 15 çын сипленет, 23 çын ИВЛ аппаратпа сывлать. Яланхи пекех инфекциллисен йышĕ Шупашкарта нумай — 42 процент. Çĕнĕ Шупашкарта та сахал мар. Юлашки талăкра Шупашкар районĕнче — 7, Элĕк районĕнче 3 çын хушăннă», — терĕ вăл.

Республикăри тĕп санитари врачĕ Надежда Луговская палăртнă тăрăх, тухтăрсем 787 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. Пневмонипе, ОРВИпе чирлекенсен йышĕ пысăк», — терĕ Надежда Феофановна. Çавăн пекех вăл ку эрнере суту-илӳ обьекчĕсене, обществăлла апатлану, обществăлла вырăнсене тата общество транспорчĕсене /158 обьект/ тĕрĕслесе 459 предписани хатĕрленине пĕлтерчĕ.

ЧР Информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов мобильлĕ бригадăсем епле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. «Ку эрнере вĕсем 340 объекта çитсе килнĕ, 72 протокол çырнă. Тăвайпа Комсомольски районĕсемсĕр, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисемсĕр пуçне ытти районпа хулара протоколсем çырман. Çав вăхăтрах кафесемпе столовăйсене Тăвайра пĕрре те тĕрĕслемен, Шăмăршăпа Вăрмарта 4-5 предприятире кăна пулнă. Общество транспорчĕсенче Шăмăршăра икĕ тĕрĕслев ирттернĕ тĕк, Тăвайпа Хĕрлĕ Чутайра пĕрре те», — терĕ Михаил Владимирович. Чăваш Ен прокурорĕн заместителĕ Александр Евграфов пляжра халăх йышлăн пуçтарăннине пĕлтерчĕ. «Пляжа кайма ирĕк паман пулин те унта суту-илӳ вырăнĕсем, ытти пулăшу паракан точкăсем хăюллăнах ĕçлеççĕ. Çавăн пекех çынсем Атăл леш енне иленнĕ. Асăрханулăх мерисене пăхăнмаççĕ, территорие варалаççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине те уямаççĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Александр Петрович.

Надежда Луговская çирĕплетнĕ тăрăх, çынсем Шупашкарта кăна мар, ытти хулара та /Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Етĕрне/ пляжсене çӳреççĕ. «Шупашкар пляжĕсенчи шыва, хăйăра илсе лабораторире тĕрĕсленĕ тĕк, ыттисенче кунашкал экспертиза ирттермен. Вĕсенче ĕçмелли шыв та çук, çӳп-çапа, каяша пуçтарассине йĕркелемен», — терĕ тĕп санитари врачĕ. Роспотребнадзор ĕçченĕсем Хĕрлĕ тӳреме, «Амазони» парка тĕрĕсленĕ. Вĕсенче аттракционсем ĕçлемеççĕ пулин те халăх йышлă çӳрет. Хĕрлĕ тӳремре музыкăллă фонтан патĕнчен кăнтăрла та, каçхине те çын татăлма пĕлмест имĕш. Шупашкарти, Çĕрпӳ, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи суту-илӳ объекчĕсенче карантин йĕркине пăснă тĕслĕх нумайланнă: дезинфекци тумаççĕ, ӳт температурине тĕрĕслемеççĕ, хăш-пĕр вырăнта антисептиксем çуккине асăрханă. Çынсем лавккана кĕнĕ чухне маска тăхăнма манаççĕ, дистанци нормисене пăхăнмаççĕ.

Общество палатин членĕсем кану базисене уçас ыйтăва хускатрĕç. «Çынсем çемьепе канма каясшăн. Тăватă стена хушшинче ларса ывăннă», — терĕç вĕсем. 

www.hypar.ru Фото cap.ru

Рубрика: