Шупашкар

Пĕрремĕш канал ирттерекен «Пĕрремĕш пул!» ыр кăмăллăх акци 17-мĕш хут йĕркеленчĕ. Шупашкарта пĕлтерĕшлĕ вун-вун мероприяти йĕркеленчĕ.

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремри концерта вун-вун çăлтăр хутшăнчĕ. Çав йышра «Против правил» ушкăн та. Кирилл Астаповпа Валерия Сушина Шупашкарта пирвайхи хут.

"Пĕрремĕш каналăн" ыр кăмăллăх акцийе иртнĕ май тĕп хулари Искусствăсен академине "Ырă ир пултăр" кăларăмăн ертÿçи Ирина Муромцева çитсе курчĕ.

Шупашкарти Лакрей вăрманĕнче тĕп хуламăра тата А.С.Пушкина халалласа сăвă xыççăн сăвă шăранчĕ. "Ачасем сăвăсем вулаççě" хула конкурсĕнче çĕнтернĕ шăпăрлансене итлесе хак пама Раççeй киновĕн тата телекуравĕн пĕчĕк çăлтăрě Николь  Плиева, Алексей Лысенков шоумен, Екатерина Котеночкина актриса, Тимур Ведерников композитор, юрăç, Владимир Вишневский поэт килсе çитрĕç.

Pages

Subscribe to Шупашкар