Комментари хушас

7 Нарăс, 2020

«Çĕнĕ хулари» çĕнĕ шкул Атăл тăрăхĕнче чи пысăкки пулĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Çĕнĕ хула» микрорайонта çĕкленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитсе курчĕ. Строительствăна «Вĕрентÿ« наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

Асăннă вĕрентÿ учрежденийĕ федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăк шкул пулĕ. Унта харăсах 1600 ача вĕренме пултарĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта хальхи вăхăтра тин çуралнисенчен пуçласа 18 çула çитичченхи ÿсĕмрисем — 953 ача, çакскерсенчен 7-18 çулсенчисем — 396. Паян вĕсенчен пысăк пайĕ 33-мĕш шкулта пĕлÿ илет. Çĕнĕ шкул ĕçлеме пуçласан хулари 33-мĕш, 53-мĕш, 2-мĕш шкулсенче иккĕмĕш сменăпа вĕрентессине пĕтерме май пулĕ.

Олег Николаев тата унпа пĕрле пынисем: ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт—йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Грищенко, ЧР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов, ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ыттисем строительство ĕçĕпе паллашрĕç, вĕрентÿ кабинечĕсене, спорт зала тата ыттине те кĕрсе тухрĕç, ĕçе хăвăртлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Шкула кăçалхи çĕртме уйăхĕнче туса пĕтерме палăртнă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Рубрика: