Шупашкар арçыннине Андрей Малахов патне чĕннĕ

«…Андрей Малаховăн кăларăмĕнчен. Сирĕн пирки сайтра вуларăм, эсир Шупашкартан пулнине пĕлтĕм. Çапла-и? Программа хатĕрлетпĕр. Ыран ÿкеретпĕр. Эпир билет туянсан Мускава çитеетĕр-и?» — çакнашкал шăнкăрав йышăннă Роман Родионов. Арçын — ырă тăвакансен Шупашкарти обществин ертÿçи.

Мĕн тетĕр? Роман Михайлович 2 çеккунт шухăшланă та килĕшнĕ. Шупашкарта пурăнакан тепĕр хастар тупма ыйтнă. Общество ертÿçи Аркадий Мотякина аса илнĕ. Вăл экологие сыхласа хăварассишĕн тăрăшать. Роман Родионов ăна Мускава чĕннĕ те.

Çĕршывăмăрăн тĕп хулине пуйăспа çитнĕ. Шупашкара самолетпа вĕçсе таврăннă. Ку таранччен ырă тăвакансен Шупашкарти обществине федераци каналĕнче кăтартман-ха. Передачăра вĕсен ĕçне асăнса хăварни те пысăк ÿсĕм тесе шухăшлать Роман Родионов. Общество ĕçĕпе Контактри @chebdobro ушкăнра вуласа пĕлме пулать.

Пирĕн справка: Ача-пăча интернатĕнче пулнă хыççăн Роман Родионов ыр кăмăллăх ушкăнĕ йĕркелес шухăш çуралнă. Унта пурăнакансен тумтир, атă-пушмак пулман. Арçын вĕсене укçа тăкакламасăрах пулăшма шут тытнă. Обществăра волонтерсен йышне палăртмаççĕ. Вĕсем питĕ нумай. Пĕри çăмăл автомашинăпа япала кÿрсе килет, тепри тумтире уйăрма пулăшать. «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем те «Япала ахалех паратпăр» акци пуçарса обществăна пулăшу кÿнĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. «Контактри» сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас