Комментари хушас

30 Jan, 2020

Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ

Шупашкарти коопераци институтĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей — 2035: наука тата практика инноваци аталанăвĕн фокусĕнче» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ.

Вĕрентÿ заведенийĕн проректорĕ Елена Антонова палăртнă тăрăх — ăслăлăх-практика конференцине çак темăпа йĕркелени ăнсăртран мар. «Вăл çĕршывра, тĕнчере пулса иртекен мĕн пур ĕç-хĕлпе тачă çыхăннă. Пурнăçри улшăнусем вĕрентÿ тытăмĕ умне çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратаççĕ. Пĕлĕве тарăнлатса пымасăр, инноваци технологийĕсемпе анлăрах усă курмасăр хальхи вăхăтра аслă вĕрентÿ аталанăвне вăйлатма çук. Конференци вуз экономикăри, социаллă пурнăçри ыйтусене татса парас ĕçе хывакан тÿпене пысăклатма пулăшĕ», — терĕ вăл мероприятие хутшăнакансене саламласа ăнăçу суннă май.

Ăслăлăх-практика конференцине Шупашкар, Караганда, Павлодар, Самар, Мускав, Краснодар тата ытти хулари, Беларуçри, Таджикистанри, Пушкăртри аслă вĕренÿ заведенийĕсен наука сотрудникĕсем, преподавателĕсем, аспиранчĕсемпе соискателĕсем хутшăнчĕç. Пленарлă лару хыççăн вĕсем 12 секцие пайланса ĕçлерĕç. Докладçăсем тĕрлĕ сферăри — цифра экономики, юриспруденци, сывлăх сыхлавĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнес, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, педагогика, философи, вĕрентÿ, культура тата ытти те — ыйтусене хускатрĕç, вĕсене татса пама пулăшакан çул-йĕре палăртрĕç. Тĕпрен илсен, конференци тĕллевĕ глобаллă чĕнÿсен тата политика лару-тăрăвĕн витĕмĕллĕ саманара хальхи Раççее ăнăçлă аталанма май паракан нумай вăхăтлăх тата тухăçлă меслетне тупассипе е туса хурассипе çыхăннă.

Конференци ĕçне пĕтĕмлетнĕ май материалсене пухса пичетлесе кăларма йышăнчĕç. «Текстсемпе паллашакансем йышлă пуласса, вĕсене хĕрÿ сÿтсе явасса, эпир калани-çырни Раççей Федерацийĕнче хальхи вăхăтра çивĕч тăракан чылай ыйтăва татса пама пулăшасса шанатпăр», — палăртрĕç авторсем.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.