Комментари хушас

30 Ака, 2020

Хоккей керменĕ хатĕрпе пĕрех

Шупашкарти хоккей центрĕнче строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Паян унта каток ĕçне тĕрĕслесе пăхнă.

Керменпе ЧР спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Василий Петров паллашнă. Хальхи вăхăтра строительсем шалта тĕрлĕ оборудовани вырнаçтараççĕ, рабочисем территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Çĕнĕ кермене çĕртме уйăхĕнче уçма палăртнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш кадет корпусĕ çумĕнче 2019 çулта çĕклеме пуçланă обьекта «Спорт — пурнăç йĕрки» проектпа килĕшÿллĕн тунă. Комплексра 60:29 метрлă пăр арени, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем, хоккеистсене хатĕрленмелли ятарлă тренажер залĕ, вĕренÿ класĕсем, 228 çын лармалли вырăнсем тата ытти пулĕ.

Кермен территорийĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă спортсменсене асăнса аллея йĕркелĕç. «Астăвăм сачĕ» акципе килĕшÿллĕн унта йывăç-тĕм лартĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: