Шупашкар районĕн прокуратури Кивçурткасси ялĕнчи Октябрĕн 60 çулне хисеплесе ят панă урамра пурăнакансен ыйтăвĕпе тĕрĕслев ирттернĕ.
Çак урам самай пысăк, унта пурăнмалли 31 çурт вырнаçнă. Пĕр сыпăкĕ вара — çутăсăр, çынсем прокуратурăна çакăн пирки пăшăрханса пĕлтернĕ, пулăшу ыйтнă. Тĕттĕм урамра инкек пуласси те часах — автомобилистсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те каçсерен хăрушлăх пысăк.
Çĕнĕ комментарисем