Çĕнĕ йышши библиотека уçăлнă
Пирĕн республикăра çĕнĕ йышши библиотекăсем малалла уçăлаççĕ. Халĕ вăл Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте ĕçлеме тытăннă.
Çĕнетнĕ библиотекăра тăватă зона пăхса хăварнă: çемçе дивансемпе меллĕ пукансемлĕ вулав залĕ, компьютерсемпе планшетсемлĕ информаци центрĕ (унтах – патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кÿрекен «чÿрече»), интерактивлă оборудованиллĕ тата электрон микроскопĕллĕ интеллект-центр тата курав зони.
Хальхи вăхăтри вулакан кăмăлне шута илсе кĕнеке фондне те пуянлатнă. Куç начар куракансем валли саспаллисене пысăклатса кăтартакан портативлă хатĕр тата тифлофлешплеер туяннă. Библиотекăра вай-фай çыхăнупа усă курма пулать. Кирлĕ хутсене сканерламалла тата пичетлемелле пулсан та унтах каймалла.
Çĕнĕ йышши вулавăша çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кăшавăшра уçнăччĕ.
www.hypar.ru culture.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.