Вера ТИТОВА.

10 Авăн, 2020

Йывăç каснă çынна шыраççĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чермĕш ялĕ çывăхĕнчи вăрманта такамсем 6 ăвăс каснă. Халĕ çав çынсене шыраççĕ.

Чĕрĕ йывăçсене каснине кăмпа шыракансем асăрханă. Вĕсем «Вăрман хуçалăхĕ» хысна предприятин диспетчер службине евитленĕ. Унти инспекторсем вырăна çитсе тĕрĕсленĕ. Паллă мар çынсем Сĕнтĕрвăрри участокĕнчи вăрман хуçалăхĕн 121-мĕш кварталĕнчи 6 ăвăса, пурĕ 0,54 кубла метр, каснă. Саккуна пăсакансене административлă майпа çеç мар, тăкак виçи 5 пин тенкĕрен иртсен уголовлă ĕç пуçарса та явап тыттарма юрать.

10 Авăн, 2020

Субсиди илме кая юлман

Республикăри ялсенче пурăнакан, ĕне тытакан çынсем патшалăх паракан субсидие малалла илеççĕ. Хушма хуçалăх тытакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушнипе пулăшма тытăнчĕç.

10 Авăн, 2020

Çĕнĕ йышши библиотека уçăлнă

Пирĕн республикăра çĕнĕ йышши библиотекăсем малалла уçăлаççĕ. Халĕ вăл Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте ĕçлеме тытăннă.

Çĕнетнĕ библиотекăра тăватă зона пăхса хăварнă: çемçе дивансемпе меллĕ пукансемлĕ вулав залĕ, компьютерсемпе планшетсемлĕ информаци центрĕ (унтах – патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кÿрекен «чÿрече»), интерактивлă оборудованиллĕ тата электрон микроскопĕллĕ интеллект-центр тата курав зони.

27 Çурла, 2020

Почта машинисем килнĕ

Раççей почтин Чăваш Енри управленине 5 çĕнĕ автомобиль килнĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр 14 автомобиль çитмелле.

Икĕ машинăна курьер службине уйăрса парĕç, виççĕшĕ почта урлă каякан хаçат-журнала, ытти япалана Шупашкарта турттарĕ. Автомобильсене 750 килограмм таран тиеме пулать. Вĕсене маякпа, сиренăпа тата сигнализаципе тивĕçтернĕ. Сăмах май, Раççей почтин Чăваш Енри уйрăмĕнче хальхи вăхăтра – 117 транспорт, çав шутран 8-шĕ – курьер службинче. Почта машинисен пĕтĕмĕшле маршручĕ – 12500 километр.

Pages