Вера ТИТОВА.

22 Утă, 2020

Ноутбук парнеленĕ

Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ Викентий Говорова РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ноутбук парнеленĕ. Алена Аршинова парнине тата вăл ырă суннине каччă патне Комсомольски районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Александр Абрамов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова илсе çитернĕ.

22 Утă, 2020

Ача-пăча лапамĕ уçăлнă

Канаш районĕнчи Анаткас Уçырма ял тăрăхĕнче черетлĕ ача-пăча лапамне уçнă. Уншăн ял тăрăхĕ вырăнти хастарсене тав тăвать. Вĕсем çине тăнипе ачасене выляса савăнмашкăн хăтлă вырăнсем йĕркелеççĕ.

Ача-пăча лапамĕсем шăпăрлансене пĕр-пĕринпе туслăн выляма хăнăхтарнине палăртаççĕ. Ыттисемпе хутшăнма вĕренесси пĕчĕкрен пуçланать мар-и? Унтах ачасем мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăларма ăнтăлаççĕ.

22 Утă, 2020

Общественниксем пулăшаççĕ

Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин Общество канашĕн представителĕ Александр Соловьев ĕçлĕ çул çÿревпе Пăрачкав районне кайнă. Унта вăл полицин вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕпе Алексей Масеевпа тата çул çитменнисемпе ĕçлекен Антонина Глухова инспекторпа тĕл пулнă.

Енсем «Общество канашĕпе каникул» пĕтĕм çĕшыври акцие Пăрачкав районĕнче йĕркелес ыйтăва хускатнă. Ку акцие çул çитменнисене правăна пăсасран асăрхас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Пăрачкав районĕнчи йĕрке хуралçисем Общество канашĕн пулăшăвне хапăлласа йышăннă.

20 Утă, 2020

Тухтăра Шупашкарта вĕреннĕ

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тухтăра кăçал вĕренсе тухнисенчен 59 проценчĕ çеç – хамăр тăрăхри çамрăксем. Шупашкарати аслă шкулăн медицина факультетне çĕршывăн 38 регионĕнчи çамрăксем суйланă.

«Стоматологи» енĕпе 355 çын алла диплом илнĕ, «Сиплев ĕçĕпе» – 279 çамрăк, «Педиатрипе» – 48-ăн. Медицина факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухнисенчен 59-шĕ хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ. Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин направленийĕпе вĕреннĕ 82 çамрăк хăйсем хăш больницăра ĕçлессине халех пĕлеççĕ.

20 Утă, 2020

Патшалăх наградине сутнă

Канаш районĕнче пурăнакан 47 çулти арçынна патшалăх наградисене сутнăшăн айăпласшăн. Ун тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 324-мĕш статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Канаш район арçынни патшалăх наградисене Шупашкарти пасарта темиçе çул каялла туяннă.

Pages