Вера ТИТОВА.

18 Çĕртме, 2020

Михаил Игнатьев пурнăçран уйрăлнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулнă Михаил Игнатьев пурнăçран уйрăлнă. Юлашки кунĕсенче вăл Питĕрти больницăсенчен пĕринче сипленни паллă. 

Михаил Игнатьев 1962 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуличчен вăл тăван хуçалăх ертÿçинче, Ял хуçалăх министерствинче, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çамрăк чухнехи ĕç  биографийĕнче – «Химпромри» электромонтер та, тăван «Прогресс» хуçалăхри бригадир та.

15 Çĕртме, 2020

Онлайн-гастрольсем пуçланĕç

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ хыççăн «Театр кĕперĕ. Чăваш Ен – Пушкăртстан», «Театр кĕперĕ. Чăваш Ен – Мари Эл», «Театр кĕперĕ. Шупашкар – Чĕмпĕр» онлайн-гастрольсем пуçланĕç. Культура мероприятине Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

15 Çĕртме, 2020

Кадет шкулне вĕренме йышăнаççĕ

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ 6-мĕш, 8-мĕш, 10-мĕш классене вĕренме кĕрес кăмăллисене пухать.

Чăваш кадет корпусĕнче пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам пĕлÿ паракан программăсемпе вĕрентеççĕ. Çав вăхăтрах çар е патшалăх служби валли хатĕрлекен программăсем те пур.

Кадет пулас ĕмĕтлисен вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев витĕр тухмалла.

15 Çĕртме, 2020

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайнă

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников ĕçрен «хăйĕн ирĕкĕпе» кайнă. Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Депутатсен районти пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă. Вĕсем пурте район администрацийĕн пуçлăхĕпе çыхăннăскерсем пулнă.

Район администрацийĕнче хыпарланă тăрăх, пуçлăхăн тивĕçне вăхăтлăха Владимир Мустаев пурнăçлĕ. Вăл – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ.

8 Çĕртме, 2020

Олег Николаев пурне те вулать

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Интернетри хăйĕн социаллă страницисенче мĕн çырнине йăлтах вуласа пынине пĕлтернĕ.

«Сирĕн комментарисенче тата уйрăм çырусенче хуравламастăп тесе ÿпкеленине час-часах асăрхатăп. Суймасăр калатăп: пурне те вулатăп, кашнине хуравлама пур чухне те вăхăт çитмест», – тесе çырнă вăл Фейсбукра.

Pages