Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕçрен кайнă
Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников ĕçрен «хăйĕн ирĕкĕпе» кайнă. Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Депутатсен районти пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухнă. Вĕсем пурте район администрацийĕн пуçлăхĕпе çыхăннăскерсем пулнă.
Район администрацийĕнче хыпарланă тăрăх, пуçлăхăн тивĕçне вăхăтлăха Владимир Мустаев пурнăçлĕ. Вăл – район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ.
Депутатсем çавăн пекех пуçлăха суйламалли конкурс комиссине çирĕплетнĕ.
www.hypar.ru marpos.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.