Михаил Игнатьев пурнăçран уйрăлнă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулнă Михаил Игнатьев пурнăçран уйрăлнă. Юлашки кунĕсенче вăл Питĕрти больницăсенчен пĕринче сипленни паллă.
Михаил Игнатьев 1962 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуличчен вăл тăван хуçалăх ертÿçинче, Ял хуçалăх министерствинче, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çамрăк чухнехи ĕç биографийĕнче – «Химпромри» электромонтер та, тăван «Прогресс» хуçалăхри бригадир та.