Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хуравларĕ
Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕнчи тата "Тăван радиори" "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хуравларĕ. "Тÿрĕ лини" хальхинче çĕнĕ форматпа иртрĕ: микрофон умĕнче "Хыпар" тата "Советская Чувашия" журналисчĕсем те пулчĕç.