Комментари хушас

29 Чÿк, 2019

Ял пурнăçне татах лайăхлатасшăн

«Ялти çынсен пурнăçне лайăхлатсах пынăшăн республика ертÿлĕхне чĕререн тав тăватăп. Пирĕн ялта шкул та, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ те пур. Çамрăк нумай, вĕсем хитре çуртсем çĕклеççĕ. Ял аталансах пырать», — пĕлтерчĕ паян Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче пурăнакан Людмила Никитина Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева.

Паян Михаил Игнатьев «Единая Россия» парти Председателĕн Дмитрий Медведевăн Чăваш Республикинчи общество йышăну пÿлĕмĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. Людмила Никитина Пăртас ялĕнче культура çурчĕ тума май çук-и тесе килнĕ. Вăл каланă тăрăх — çак ялти çынсем питĕ хастар, вĕсем пĕрле пухăнса шкулти акт залĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшаççĕ. Культура çурчĕ пулсан фольклор ушкăнĕ йĕркелеме те хирĕç мар.

Михаил Игнатьев Людмила Федоровнăна ял çыннисене хастарлăхшăн тав тума ыйтрĕ. 150 вырăнлăх клуб тусан вăл пушă лармĕ-и тесе кăсăкланчĕ. «Çук», — тесе çирĕплетсех каларĕ йышăнăва килнĕ хĕрарăм. Михаил Игнатьев 2020 çул вĕçĕччен Чăваш Енре пĕтĕмпе 25 культура çурчĕ тума палăртнине, 2016-2018 çулсенче 12-шне уçнине, кăçал тепĕр 6-шĕ хута каяссине пĕлтерчĕ. 2020 çулта кермен пек хитре тепĕр 7 çурт тумалла. Ку пĕрремĕш тапхăр çеç терĕ, иккĕмĕш тапхăрта тепĕр 25 культура çурчĕ хăпартассине каларĕ. Вăрнар районĕнчи Пăртасра çĕнĕ объект тумашкăн çитес çулхи бюджетра укçа пăхса хăварнине пĕлтерчĕ.

Республика Пуçлăхĕ патне йышăнăва килнĕ çынсем çавăн пекех хăйсем пурăнакан вырăнти ача садне, шкула, автоçулăн пĕр пайне юсассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç.

Сăмах май, йышăнăва «Единая Россия» партин председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕн ертÿçи, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев та хутшăнчĕ. 

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.