Чăваш Ен Пуçлăхĕ предпринимательсемпе тĕл пулчĕ

29 Чÿк, 2019

Бизнеса аталанма мĕн чăрмантарать, патшалăх, влаç органĕсен енчен тата мĕнле пулăшу кирлĕ — çак тата ытти ыйту хуравне республика ертÿлĕхĕпе ĕçлĕ çынсем пĕрле шырарĕç. Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри предпринимательсен пĕрлĕхĕпе тĕл пулчĕ.

Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, патшалăх предпринимательлĕх аталанăвне чăрмантаркан кивĕ нормăсене пăрахăçлать — çакă бизнеса вăй илме пулăшмашкăн тивĕç. Çĕршыв шайĕнчи пысăк проектсем пурнăçланаççĕ. Çав шутра — Чăваш Ене тÿррĕнех пырса тивекеннисем. Калăпăр, М-7, А-151 автотрассăсене реконструкцилесси, Европа — Хĕвел анăç Китай магистраль строительстви — унăн самай вăрăм сыпăкĕ пирĕн республика урлă та иртмелле. Çак тата ытти проекта пурнăçлама Чăваш Енри компанисен те хутшăнмалла, асăннă çулсем хута кайнă май вĕсен çумĕнчи сервиса аталантармалла. Ытти ĕç те пайтах. Çав саккассемпе вырăнти бизнеса аталантарма усă курмаллах.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов палăртнă тăрăх, Чăваш Ен промышленноçĕ çулталăка ÿсĕмлĕ вĕçлет. Ĕç укçин виçи Раççейри вăтам ÿсĕмрен пысăкрах хăвăртлăхпа хушăнса пырать. Анчах çакăнпа çырлахма юраманни те куçкĕрет. Республика аталану енĕпе юлса пыракан регионсен шутне кĕнине кура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине хатĕрлени курăмлă пулăшу кÿме тивĕç. Унпа килĕшÿллĕн 71 мероприяти пурнăçлама палăртнă. Вĕсенчен 54-шĕ экономикăпа çыхăннă — Çĕнĕ Шупашкарта хăвăрт аталану территорине йĕркелессинчен тытăнса ипотекăна субсидилемелли çăмăллăхсем таранах. Асăннă программа валли федераци бюджетĕнчен 10 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Паллах, çак укçа бизнес аталанăвне те тĕревлĕ.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем — зал тулли, çавна май ыйту та чылай пулчĕ. Уйрăм çынсен индустри паркĕсене йĕркелеме ирĕк парасси, предприятисем йышăнакан çĕр лаптăкĕсене вĕсем сутăн илнĕ май уншăн тÿлессине темиçе çула тăсасси, импорта улăштаракан продукци кăларассине йĕркелекенсене оборудовани туянма патшалăх енчен пулăшасси — ĕçлĕ çынсене пăшăрхантаракан-интереслентерекен темăсем пайтах. Михаил Игнатьев, министрсем, бизнеса пулăшма йĕркеленĕ тытăмсен калаçăва хутшăннă ертÿçисем кашнинех тĕплĕ хурав пама тăрăшрĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас