Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ялсенчи шкулсене çĕнĕ шкул автобусĕсен уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕ.
Иртнĕ эрнере Чулхулара федераци шайĕнче газ мотор топливипе анлăрах усă курас ыйтусене сÿтсе явнă, сумлă канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те хутшăннă та — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Михаил Васильевич çак темăран пуçларĕ. Ку енĕпе республика пирки хальлĕхĕ «уçман çерем» теме те пулать — ĕçлемелле те ĕçлемелле.
Хальхи вăхăтра республикăри шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 32 ытла проценчĕ ялта пурăнать, ял шкулĕсенче пĕлÿ илет. Вĕрентÿ ĕç-хĕлĕн пахалăхне, тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе ялсенче инноваци центрĕсем йĕркеленĕ. Никĕс шкулсене ачасене автобус илсе çÿрет. Куллен 312 шкул автобусĕ 651 маршрутпа çула тухать.