Шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелет
Хальхи вăхăтра республикăри шкул ÿсĕмĕнчи ачасен 32 ытла проценчĕ ялта пурăнать, ял шкулĕсенче пĕлÿ илет. Вĕрентÿ ĕç-хĕлĕн пахалăхне, тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе ялсенче инноваци центрĕсем йĕркеленĕ. Никĕс шкулсене ачасене автобус илсе çÿрет. Куллен 312 шкул автобусĕ 651 маршрутпа çула тухать.
Шкул автобусĕсен, ачасене илсе çÿремелли ятарлă транспорт шутланнăран, хăрушсăрлăх требованийĕсем те пысăк. Вĕсене пурне те спутник навигацийĕн системипе тата тахографсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех ксă курмалли вăхăт /10 çул/ иртнĕ тĕлелле вĕсене çĕннисемпе улăштараççĕ. Çак тĕллевпе 2017 çул вĕçĕнче Чăваш Ене федераци программипе килĕшÿллĕн РФ Правительствин йышăнăвĕпе 27 çĕнĕ автобус килнĕ. Кунсăр пуçне республика укçи-тенкипе тата 8 транспорт туяннă.
Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ автобуссен уççийĕсене республикăри шкулсене валеçсе пачĕ. Хаклă парнене илме автобус водителĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем çеç мар, ачасем те килнĕ. Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Ăслăлăх библиотеки умĕнчи тÿремре çак ятпа савăнăçлă уяв йĕркеленĕ.
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх — шкул автобусĕсен паркне çĕнетес ĕç-хĕл малалла пырать. 2018 çулта çак тĕллевпе республика бюджетĕнче 16 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Унпа 9 транспорт туянма йышăннă. Çĕнĕ автобуссемпе кивелнисене улăштарма çеç мар, çĕнĕ маршрутсем уçма та усă курĕç.
СĂМАХ МАЙ
2010-2016 çулсенче республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисене 350 миллион ытла тенкĕлĕх 270 шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ, çак шутран 2016 çулта Чăваш Республикин «Вĕрентĕве аталантарасси» патшалăх программипе тата федераци бюджечĕн укçи-тенкипе 21 автобус туяннă.
Комментари хушас