Президент Çырăвĕнчи тĕллевсене туллин пурнăçлăпăр

20 Кăрлач, 2020

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă пысăк тĕллевсем регионсене тÿррĕнех пырса тивеççĕ, çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва та шăпах çак ыйтусенчен пуçларĕ.

Михаил Игнатьев Çырăвăн çемье пĕлтерĕшне çирĕплетес тĕллевлĕ саманчĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Федераци бюджетĕнчен ачаллă çемьесене пулăшма уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 5 миллиард тенкĕпе танлашмалла, 2021 çулта тата пысăкрах — 7 миллиард.

Чăваш Енре кашни иккĕмĕш çемьере 3-7 çулсенчи ачасем пур. Михаил Васильевич пĕри те шута илмесĕр юлмалла марри пирки асăрхаттатрчĕ. Кăçал çак ачасемшĕн пурăнма кирлĕ виçен çуррине — 4,8 пиншер тенкĕ — тÿлĕç, çитес çул вара çак виçе пысăкланмалла. 2020—2025 çулсенче çак тÿлев валли уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11 миллиард тенкĕ патнелле пулĕ.

Амăшĕн капиталне пĕрремĕш ачашăнах тÿлеме пуçлассине, капитал виçи пысăкланассине кура кăçал çак правăпа усă куракансене вăтамран 1,2 миллард тенкĕ кирлĕ пулĕ. Педагогсене авăн уйăхĕнчен классене ертсе пынăшăн 5-шер пин тенкĕ хушса тÿлеме — тата 450 миллион тенкĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерме — 400 миллион тенкĕрен кая мар. Михаил Васильевич Президент Çырăвĕнче палăртнă çак тата ытти тĕллеве республика туллин пурнăçлассине çирĕплетрĕ.

Ку социаллă контракта та пырса тивет. Виçĕ çуллăха кирлĕ укçа виçи — 1,1 миллиард тенкĕ ытла. Çакăн валли кăçалах республика бюджетĕнче 376 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕчĕк тупăшлă çемьесене хăйсен ĕçне пуçарма пулăшса памалли укçан чи пысăк виçи 250 пин тенкĕпе танлашĕ. Регион ертÿçин шучĕпе, çак ĕçсене пурнăçлани Чăваш Енри сахал тăпăшлă çемьесен 18,5% танлашакан йышне палăрмаллах чакарма май памалла. Паллах, чи малтан нумай ачаллă çемьесем патшăлăх вĕсене тĕревленине туйни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

 

Комментари хушас