Михаил ИГНАТЬЕВ: Тивĕçе таса чунпа пурнăçлăпăр

6 Раштав, 2019

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене Наци радиовĕн тата «Тăван радион» «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хуравларĕ. Калаçу хальхинче çĕнĕ форматпа иртрĕ: микрофон умĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕсем те пулчĕç. Тепĕр майлă каласан, хăйсене пăшăрхантарнине пирĕн вулаканăмăрсем те республика ертÿçи пулăшнипе уçăмлатма пултарчĕç.

Михаил Игнатьев витĕмĕпе ыйту татăласса шанакансем йышлă пулчĕç. Пурне те эфира кăлараймассине пĕлсе-туйса тăнăран ĕнтĕ çынсен ыйтăвĕсене эпир маларахах йышăнма пуçларăмăр. Асăннă МИХсене виçĕ кунра 130 ытла ыйту пуçтарăннă. 1 сехет те 30 минут хушшинче республика ертÿçи 23-шне хуравласа ĕлкĕрчĕ. Уйрăмах ăнăçуллисем тата çине тăрса шăнкăравланисем «тÿрĕ лини» вăхăтĕнчех Михаил Игнатьевпа çыхăнма пултарчĕç.
Халăха тем те хумхантарать. Республика бюджечĕпе çыхăннисенчен пуçласа уйрăм çынна пырса тивекеннисем таранах. «Хыпар» вулаканĕсене ял пурнăçĕпе çыхăннă самантсене уçăмлатнипе паллаштарăпăр. Тÿрех палăртар: «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче хускатман ыйтусене те яваплă ведомствăсене çитернĕ. Вĕсем çывăх вăхăтра уçăмлатма тивĕç. Сăмах май, пирĕн пата килнĕ ыйтусенчен пĕрне уçăмлатассипе ĕçленине пĕлтерсе полицин Елчĕк районĕнчи пайĕнчен шăнкăравларĕç те ĕнтĕ. Вулаканăмăр Тăрăм ялĕнчи пĕр çын руль умне ÿсĕрле ларса пуçтахланни пирки пĕлтернĕччĕ, çав арçын тĕлĕшпе тивĕçлĕ мера йышăнма ыйтнăччĕ.

Халĕ «тÿрĕ линире» хускатнă хăш-пĕр ыйтăва тата вĕсен хуравĕсемпе паллаштаратпăр.

Мария КИРИЛЛОВА, Шупашкар хули:
Ырă кун пултăр, Михаил Васильевич! Ман пĕртăван Курскра пурăнать. Вăл пенсире. Вĕсем хулари транспортпа: автобуспа, троллейбуспа, трамвайпа – çÿреме ятарлă билет илеççĕ. Вăл 300 тенкĕ çеç тăрать. Шупашкарта мĕншĕн çавăн пекки çук? Троллейбуспа кайма та уйăхлăх билет 900 тенкĕ тăрать.
Михаил ИГНАТЬЕВ:
– Тавтапуç ыйтушăн. Транспорт реформипе çыхăннă ĕçсене туса ирттернĕ май эпир ку ыйтăва сÿтсе явнă. Хулари влаç органĕсен çак енĕпе канашласа 2020 çула çитиччен йышăну тумалла. Маршрутсене йĕркелесе пĕтеркелерĕмĕр. Вăл енĕпе те кăткăс ыйтусем нумай пулчĕç.
Ĕç ветеранĕ ят пуррисене уйăхсерен 1100 тенкĕрен кая мар тÿлесе тăратпăр. Çав укçара çынсем общество транспорчĕпе çÿренин тăкакне саплаштармаллине те пăхса хăварнă. Ку вăл, эсир тĕрĕсех каларăр, – транспортăн пĕр тĕсĕ валли. Троллейбус-автобус валли пĕрлехи транспорт билечĕ йĕркелеме яваплисене хам енчен хушнă. Хак çынсене кÿрентермелле мар шайра пулмалла. Çăмăллăхлă категорисем: студентсем, шкул ачисем, ветерансем валли – йÿнĕрех тумалла. Халĕ çак ыйтăва тĕрлĕ ведомствăра сÿтсе яваççĕ, общество организацийĕсене, экспертсене хутшăнтараççĕ.

Олег ШПАКОВ, Канаш районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ:
Хисеплĕ «Хыпар» хаçат ĕçченĕсем! Манăн сирĕн урлă Михаил Васильевичран ыйтмалли пур. Кăçал пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Ăна вырнаçтарас тĕллевпе федерацин «Магнит» тата «Пятерочка» сечĕсен республикăри суту-илÿ çурчĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçрăм. Анчах эпĕ туса илнĕ продукцие пĕри те туянасшăн мар. Республикăри хуçалăхсенче çитĕнтернĕ пахча çимĕçе федераци сечĕсене сутассине мĕнле майпа йĕркелеме сĕнетĕр?
Михаил ИГНАТЬЕВ:
– Ял хуçалăх продукцине федераци сечĕсенчи лавккасенче сутас тесен темиçе çуллăх килĕшÿ тумалла. Виçĕ, пилĕк çуллăха. Федераци сечĕсенчи лавккасене питĕ пысăк калăпăш кирлĕ. Пирĕн Чăваш Республикинчи мĕн пур фермерăн пĕрлехи продукцийĕ те çавăн чухлĕ çук. Кашни фермер уйрăммăн сутаймасть. Канаш районĕнчи фермер тĕслĕхĕ шăпах çавна çирĕплетсе парать те.
Хуласенче ял хуçалăх продукцине сутмалли ярмăрккăсем яланах ирттеретпĕр. Ăна кĕркунне, çуркунне, хĕлле те йĕркелетпĕр. Ял хуçалăх продукцине çитĕнтерекенсем валли Шупашкарти А.Г.Николаев космонавт урамĕнче ятарлă пасар уçрăмăр. Унта посредниксем урлă сутма май пур. Унсăр пуçне Чăвашпотребсоюз ял хуçалăх продукцине туянса тирпейлесе сутма пултарать. Çак мелсемпе усă курмалла.
Çав вăхăтрах фермерсем продукцие хăйсем тĕллĕн сутма пикенеççĕ. Хăшĕсен ĕç кал-кал пырать. Теприсем сутма вĕренеймен. Ун пеккисен çакна урăх çынсем урлă пурнăçламалла. 2024 çул тĕлне эпир ытти çĕршыва 50 миллион доллара яхăнлăх продукци сутма тĕллев лартнă. Ун пекки нихăçан та пулман. Халĕ пирĕн ял хуçалăх организацийĕсем 31 çĕршыва продукци сутаççĕ. Ку вăл – çитĕнÿ. Çĕнĕ условире ĕçлеме хăнăхса кайнисене тав сăмахĕ каласшăн, çавăн пекех малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунатăп.
Çакна та шута илмелле. Тавар туянакан пырсан ăна магазинта пĕр-пĕр продукци кÿрсе килессе 2-3 сехет кĕттерейместĕн. Лавккасене апат-çимĕçпе вăхăтра тивĕçтермелле. Килĕшÿре палăртнă вăхăта пăхăнмасан нимле федераци сечĕ те ĕçлеме килĕшмĕ. Продукцие вырнаçтарма, ăна сутма фермерсене эпир пĕрлешме сĕнетпĕр. Çапла тусан вĕсем хушма хуçалăхсен продукцине те туянса сутайĕç. <...>

Алина ГЕРАСИМОВА, Красноармейски районĕ:
Пирĕн Трак тăрăхĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче юлашки вăхăтра шыв ыйтăвĕ çивĕч. Шыв башни кивелнĕ. Пăрăхсене улăштармалла. Çакна халăх вăйĕпе кăна тума çук. Чăваш Енре «Таса шыв» программа пурнăçланнă май пире те пулăшма май килмĕ-ши?
Михаил ИГНАТЬЕВ:
– Кун пек ыйтăва кашни районтах çĕклеççĕ. Кашни виççĕмĕш е пиллĕкмĕш ялта темелле. Паха шывпа тивĕçтересси чăнах та пĕлтерĕшлĕ. Ку ыйтăва часрах мĕнле татса памалли пирки эпир нумай шухăшларăмăр. Федераци шайĕнче йышăннă «Таса шыв» программа пур-ха. Анчах пĕтĕм яла салатса пама укçа-тенкĕ çитмест. Çавна май 2020 çулта республика бюджетĕнчен 200 миллион тенкĕрен кая мар уйăрăпăр. 2021, 2022 çулсенче те 200-шер миллион тенкĕрен кая мар пăхса хăварасшăн.
Ялта шывпа тивĕçтересси муниципалитетсен тивĕçĕ шутланать. Ку вăл федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн. Анчах ял тăрăхĕсемпе районсен те укçа-тенкĕ çитмест. Çавна май эпир ку вăл пирĕн ыйту мар, вырăнтисен тесе пайласшăн мар, республика хыснинчен пулăшасшăн. Хамăр шантарнине тума хăнăхнă. Апла пулсан тивĕçе таса чунпа, яваплăха туйса пурнăçлăпăр.
Хăш ялта хăш ĕçе маларах пурнăçламаллине çапах та муниципалитетсен татса памалла. Вĕсен ятарлă программа йышăнмалла. Уйăрнă укçана унсăрăн тивĕçлипе усă кураймăн. Тепĕр чухне хăш-пĕр ыйтупа пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ, çавăнпа вырăнти пуçлăхсен яваплă пулмалла.

Вера ФЕДОТОВА, Шупашкар районĕ, Янашкасси:
Пĕрисем таса шыв ĕçесшĕн, эпир таса сывлăшпа сывласшăн. Пирĕн ял хула çывăхĕнче вырнаçнă май пысăк машинăсем çывăхри ялсене Янашкасси витĕр çÿреççĕ. Ялта асфальт çук. Çăвĕпе тусан тăрать, йывăр тиевлĕ машинăсем иртнĕ чух пÿртсем чĕтренеççĕ. Ялти пухусенче кашнинчех калаçатпăр. Усси çук. Пысăк машинăсене ял витĕр çÿреттерме мĕнле чармалла-ши?
Эфира тухнă май тепĕр ыйту та пур. Çĕньяла çÿрекен 15-мĕш автобус патне çур çухрăм утмалла. Автобус пирĕн тĕлтенех иртсе каять, лартмасть. Çын пур чухне чарăнмалла тума май çук-ши?
Тата пирĕн налук питĕ пысăк. Ытти районта пурăнакансенчен ыйтатăп та — вĕсен пĕчĕк. Мĕншĕн çапла-ши?

Михаил ИГНАТЬЕВ:
– Ял урамĕпе пысăк тиевлĕ машинăсем иртсе çÿренине тĕрĕслекен тĕрлĕ организаципе сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăну тумалла. 30-45 тонна турттаракан машинăсем çÿресен яла кĕнĕ çĕрте муниципа-литетсен асăрхаттару паллисем вырнаçтарма ирĕк пур. Машина урапин пĕр тĕнĕлĕ çине тивекен тиев 12 тоннăран иртмелле мар. Машинăсене яла кĕртмесĕр хăш çулпа ярассине районти депутатсен пухăвĕнче сÿтсе явса йышăну тума юрать. Ку ыйтăва яваплă службăсемпе хускатăпăр, унтан сире хуравлăпăр.
Автобус чарăнăвĕ тăвас ыйтăва та тишкерĕпĕр. Йышăну саккунпа килĕшÿллĕн пулмалла.
Налук Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски тата ытти хăш-пĕр районтинчен, чăн та, пысăк. Шупашкар хулипе çывăх пулнăран çапла. Налук виçине саккунпа килĕшÿллĕн йышăннă. Çĕр, пÿрт сутас пулсан та Шупашкар районĕнче хаклăрахпа каять. Ял хуçалăх продукцине хулара сутма та Шупашкар çывăхĕнчисен май пур, аякрисен апла тума йывăр. Çав вăхăтрах эсир пăшăрханнине ăнланатăп. Налук органĕсем налука сире тĕрĕсех шутласа панине тĕрĕслеме хушăп.

Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси ялĕн хастарĕсем:
Пирĕн сумлă ентешĕмĕрĕн А. Орлов-Шуçăмăн палăкне хамăр тăрăхра курас килет. Пултаруллă композитора Раççей мусăкçисем те пысăка хурса хакланă. Палăк лартни хисеплĕ çыннăмăра сума сунине пĕлтерĕччĕ. Çак ĕçе пурнăçлама республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрма май çук-ши?
Михаил ИГНАТЬЕВ:
Юлашки çулсенче эпир вĕçĕмех тĕрлĕ палăк лартатпăр. Анчах çак ĕçе бюджетран уйăрнă укçапа мар, вырăнти пуçарусене тĕпе хурса пурнăçлакан проектсемпе килĕшÿллĕн тăватпăр. Шăпах çак мелпе усă курма сĕнесшĕн. Сумлă, ăслă-тăнлă ентешĕмĕрсене асра тытмалла, çамрăк ăрăва вĕсемпе паллаштарса ÿстермелле. Палăк тăвассине эпир хирĕç мар, хамăр енчен пулăшма хатĕр. <...> Тулли верси...

ШУТА ИЛМЕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне питех те нумай ыйту килчĕ. Çак пысăках мар материалта эпир пурне те асăнса пĕтереймĕпĕр. Ыйтăвĕсем, сăмах май, «тÿрĕ лини» хыççăн та пирĕн пата çитсех тăраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсене ÿлĕмрен иртекен уçă калаçусен вăхăтĕнче хуравлĕ. Тĕрлĕ ведомство шайĕнче татса памаллисене вĕсене ярса парĕç, вăл е ку ыйтупа мĕнлерех мера йышăннине тĕрĕслесех тăрĕç.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.