театрсем

Паян Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Кĕçĕр сцена çине тухнисем ÿнер учрежденине епле кăна хакламарĕç-ши! Шÿтлесе те илчĕç, чăнласа та пуплерĕç.

«Пирĕн театрта кашни кун тенĕ пекех — спектакль. Йăлтах ĕлкĕретпĕр: репетици тума та, выляма та… Питĕрти пĕр театрăн афишине куртăм та тĕлĕнтĕм: «Ĕнер, паян, ыран — репетици» тенĕччĕ унта. «Вĕçĕмсĕр репетици тумалла» артистсен девизĕ евĕрех туйăнчĕ вăл маншăн. Апла тăк театр халăхшăн кашни кун уçă мар», — Питĕрти гастрольтен таврăннă Василий Иванов çул çÿревĕн кăсăклă саманчĕсене çапларах аса илчĕ.

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланчĕ. Кăçал балет уявĕ «Петипа-гала» концертпа уçăлчĕ.

Лайӑххин те вĕҫĕ пулать теҫҫĕ. Ҫаплах ĕнтĕ, акӑ чӑваш театрĕн Питĕр хулинчи гастролĕ те вĕҫленчĕ. Ака уйӑхĕн 9-мĕшĕнче "Литейнӑйри" театрта Арсений Тарасовӑн "Туя туй пек тӑвар-и" камичĕ хупрĕ ӑна.

Pages

Subscribe to театрсем