М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ вĕçленчĕ

30 Чÿк, 2020

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче СССР халăх артисчĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ уçăлни пирки «Хыпарта» çырнăччĕ.

Вăтăрмĕш хут пуçтарчĕ мухтавлă ентешĕмĕр Шупашкара сумлă юрăçсене. Коронавирус пандемине пула хальхинче чикĕ леш енчи солистене чĕнес темен.

 Пилĕк каç — чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен — тĕнчери паллă произведеннисем янăрарĕç. Вĕсем: «Капулетти и Монтекки» /В.Беллини/, «Аида», «Бал – Маскарад», «Реквием» /Дж.Верди/. Вырсарникун вара классика уявĕ гала-концертпа хупăнчĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мăшăрĕпе Наталья Алексеевнăпа çитсе курчĕç.

Гала-концерта Санкт-Петербургри Михайловка театрĕн солистки Олеся Петровăпа унти Мариинка театрĕнчи Илья Банник, çавăн пекех Мускаври Е.В.Колобов ячĕллĕ Çĕнĕ Оперăн солисчĕсем Мария тата Виталий Ефановсем хутшăнчĕç.

Концертра Максим Михайлов репертуарĕнчи юрă та — «Вдоль по Питерской» — янăрарĕ. Ăна Виталий Ефанов, Илья Банник тата Константин Москалев бассем кĕрлеттерчĕç. Пысăк хавхалану парнелерĕ 30-мĕш фестивале хупакан концерт. Эпир вара 31-мĕшне кĕтме пуçларăмăр та.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас