Чăваш Енри фильм çĕнтернĕ

1 Юпа, 2020

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Волгоград хулинче çарпа патриот фильмĕсемпе программисен пĕтĕм тĕнчери вуннăмĕш телефестивальне пĕтĕмлетнĕ. Унта «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕ те хутшăннă.

Кăçалхи юбилейлă фестивале коронавирус пандемине пула инçет çыхăну мелĕпе ирттерме тивнĕ. Апла пулин те хутшăнакансем йышлă пулнă. Пурĕ 200 ытла ĕç тăратнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă телефестивале 15 çĕршывран хутшăннă. Марина Карягина режиссерăн тата сценаристăн Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов тата Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерĕпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасă режиссерĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ «О чем молчат куклы деда Тероша» документлă фильмĕ «Чи лайăх телеочерк» номинацире çĕнтернĕ.

Фильмри тĕп сăнар – Терентий Дверенин халăх ăсти. Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăннăскер 101 çул тултараспа пурнăçран уйрăлчĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, тĕрлĕ саманара пурăннăскер вăрăм ĕмĕрĕнче тем те курнă. 85 çула çитсен вăл чăваш пуканисене ăсталама тытăннă. Эпир фильм режиссерĕпе Марина Карягинăпа çыхăнтăмăр. Вăл пире пĕлтернĕ тăрăх, Терентий Дверенин пурнăçне 11 çул сăнанă, ун çинчен 3 пай ÿкернĕ. Сăмах май каласан, фильмăн пĕрремĕш пайĕ, «Çĕр çул иртсен» ятли, 2013 çулта «Голос Евразии» (чăв. Еврази сасси) фестивальте Гран-при çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. 

Рубрика: 

Комментари хушас