фестивальсем

30 Чÿк, 2020

М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ вĕçленчĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче СССР халăх артисчĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ уçăлни пирки «Хыпарта» çырнăччĕ.

Вăтăрмĕш хут пуçтарчĕ мухтавлă ентешĕмĕр Шупашкара сумлă юрăçсене. Коронавирус пандемине пула хальхинче чикĕ леш енчи солистене чĕнес темен.

5 Чÿк, 2020

М.Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне Питĕр, Мускав, Волгоград артисчĕсем хутшăнĕç

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тинтерех балет фестивалĕ вĕçленчĕ. Çитес вăхăтрах, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче, СССР халăх артисчĕ М.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери фестиваль пуçланĕ. Вăл чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ытти чухне балет фестивальне çуркунне, опера фестивальне кĕркунне ирттерекенччĕ. Кăçалхи кăткăс лару-тăрура икĕ уява умлă-хыçлă йĕркелеме тивет.

Опера фестивалĕн программине Итали композиторĕсен ĕçĕсене кĕртнĕ. Сăмах май, культурăн çак тĕсĕ шăпах çав тăрăхра çуралса тĕнчипех сарăлнă.

30 Юпа, 2020

Шупашкарти кинофестивале тинех кĕтсе илтĕмĕр

Чăнах чылай вăхăт кĕттерчĕ вăл. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çуркуннех кĕрлесе иртмелли кинофорум паян çеç уçăлма пултарчĕ. Айăпĕ йĕркелÿçĕсенче мар, тĕнчипех алхасакан коронавирус амакĕнче. Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 13-мĕш кинофестивале Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче, санитари хăрушсăрлăхĕсене тĕплĕн пăхăнса, «симĕс çутă» пачĕç. Халăхсен тата регионсен фильмĕсене халалланă кинофорума Дмитрий Астрахан режиссерăн «Судьба диверсанта» киноленти уçрĕ.

1 Юпа, 2020

Чăваш Енри фильм çĕнтернĕ

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Волгоград хулинче çарпа патриот фильмĕсемпе программисен пĕтĕм тĕнчери вуннăмĕш телефестивальне пĕтĕмлетнĕ. Унта «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕ те хутшăннă.

Pages