Олег Николаев пурне те вулать

8 Çĕртме, 2020

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Интернетри хăйĕн социаллă страницисенче мĕн çырнине йăлтах вуласа пынине пĕлтернĕ.

«Сирĕн комментарисенче тата уйрăм çырусенче хуравламастăп тесе ÿпкеленине час-часах асăрхатăп. Суймасăр калатăп: пурне те вулатăп, кашнине хуравлама пур чухне те вăхăт çитмест», – тесе çырнă вăл Фейсбукра.

Олег Николаев ăнлантарнă тăрăх, çынсен ыйтăвĕсене тÿрех ĕçтешĕсене ярса парать, хатĕр хуравсене тишкерет. Унран та ытларах: социаллă сетьсенчи ыйтусене тĕп хурса район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлусем ирттерет, çынсем пăшăрханса çырнисене ĕçре усă курать.

www.hypar.ru glava.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас