Ноутбук парнеленĕ

22 Утă, 2020

Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ Викентий Говорова РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ноутбук парнеленĕ. Алена Аршинова парнине тата вăл ырă суннине каччă патне Комсомольски районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Александр Абрамов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова илсе çитернĕ.

Раççейре «Килте вĕренме пулăш» социаллă программа пуçарнă. Унăн тĕллевĕ – шкул ачисене инçет мел çыхăнăвĕпе вĕренме май туса парасси. Программăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти, РФ Çутĕç министерстви тата Стратеги аталанăвĕн агентстви йĕркеленĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас