Комментари хушас

20 Утă, 2020

Патшалăх наградине сутнă

Канаш районĕнче пурăнакан 47 çулти арçынна патшалăх наградисене сутнăшăн айăпласшăн. Ун тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 324-мĕш статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Канаш район арçынни патшалăх наградисене Шупашкарти пасарта темиçе çул каялла туяннă.

Арçын интернет-аукцион урлă 12 медальпе удостворени сутнă. Уншăн вăл 400 тенкĕ илнĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 30, 40, 50 çул çитнине халалласа кăларнă наградăсем, «Георгий Жуков» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем пулнă. Йĕрке хуралçисем наградăсен хуçисене тупса палăртнă. Вĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем пулнă, темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Хисеплĕ çынсен тăванĕсем каланă тăрăх, наградăсене пÿрт юсанă чухне çухатнă.

www.hypar.ru 21.мвд.рф. сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: