Комментари хушас

27 Çурла, 2020

Почта машинисем килнĕ

Раççей почтин Чăваш Енри управленине 5 çĕнĕ автомобиль килнĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр 14 автомобиль çитмелле.

Икĕ машинăна курьер службине уйăрса парĕç, виççĕшĕ почта урлă каякан хаçат-журнала, ытти япалана Шупашкарта турттарĕ. Автомобильсене 750 килограмм таран тиеме пулать. Вĕсене маякпа, сиренăпа тата сигнализаципе тивĕçтернĕ. Сăмах май, Раççей почтин Чăваш Енри уйрăмĕнче хальхи вăхăтра – 117 транспорт, çав шутран 8-шĕ – курьер службинче. Почта машинисен пĕтĕмĕшле маршручĕ – 12500 километр.

www.hypar.ru Раççей почтин Чăваш Енри управленийĕн пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕ.