Шупашкар районĕнчи Вăрманкас Тăрăн ялĕнче пурăнакансем ялти шкул çывăхĕнчи территори таса марришĕн пăшăрханса "Хыпар" Издательство çурчĕпе çыхăнчĕç. Сăмаха çирĕплетме вĕсем сăн ÿкерчĕксем ярса панă.
Шупашкар районĕнчи Урай Макаç ялĕнчи «Астăвăм» мемориал комплексне пыракансем малашне Астăвăм аллейи мĕнле ешернине курма, вăхăт иртнĕçемĕн вара унта ÿсекен чăрăш, туя, жасмин тата сирень айĕнче уçăлса çÿреме пултарĕç.