Шупашкарпа Çĕрпу районĕсенче Wi-Fi сарăлать

"Цифра танмарлăхне пĕтересси" патшалăх программине пурнăçа кĕртсе кăçал Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче хушма çыхăну йĕркелемелле.

Аякри ялсене Интернет çитерессипе çыхăннă ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Ростелеком" акционерсен обществин "Атăл" филиалĕн директорĕпе Дмитрий Проскурăпа тĕл пулсан ĕнер сÿтсе явнă. Енсем сарлака полосаллă Интернета республикăра сарасси, цифра танмарлăхне пĕтересси пирки калаçнă.

Чăваш Енре пурнăçа кĕрекен "Цифра танмарлăхне пĕтересси" программăна пурнăçа кĕртсе сарлака полосаллă Интернетпа 70 пин ытла çынна тивĕçтермелле. Сете кĕме пĕлтĕр 66 точка хута янă. Кăçал Çĕрпÿ районĕнче 11 çĕрте Wi-Fi точки ĕçлеттерсе ямалла. Ун валли пурĕ 113,5 километр лини хумалла. Унсăр пуçне Шупашкар районĕнче 32 вырăнта вай-фай çыхану валли 217,4 километр тăршшĕ çыхăну линийĕ сарма палăртнă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас