"Улттăн тăлăха юлтăмăр, йăмăк ултă кунра çеçчĕ"

26 Ака, 2017

Шупашкар районĕнчи Урай Макаç ялĕнчи «Астăвăм» мемориал комплексне пыракансем малашне Астăвăм аллейи мĕнле ешернине курма, вăхăт иртнĕçемĕн вара унта ÿсекен чăрăш, туя, жасмин тата сирень айĕнче уçăлса çÿреме пултарĕç.

(...) Урай Макаçри мемориал комплексĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк çеç пулнă. Сăмах май, фронта ку ялтан 75 çын кайнă, çурри ытла киле таврăнайман. Каярахпа кунта ял хастарĕн Христофор Макаровăн пуçарăвĕпе Успени Турă Амăшĕн часавайне хăпартнă. Пĕлтĕр вара комплекс Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă палăкпа тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннисен ячĕпе тунă 35 постаментпа /гранит плитасем çинче кашнин ят-хушаматне çырнă/ пуянланнă. Тĕплĕнрех...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.