Çĕнĕлĕх! Продуктивлăха ӳстерет

22 May, 2020

 

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Шупашкар районĕнчи «ЧебоМилк» обществăра пулса курчĕ.

Ăна выльăх фермин ĕç-хĕлĕпе «Атлашевский» ял хуçалăх кооперативĕ» общество директорĕ Сергей Анучин паллаштарчĕ. Кунта ĕне выльăх — 4,1 пин ытла, çав шутра сăваканни 1061 пуç. Мăйракаллă шултра выльăхăн кун пек пысăк кĕтĕвĕ республикăра тек çук. Ăна çуллен пысăклатса пыраççĕ. Çак тĕллевпе пĕлтĕр 1200 пуç вырнаçтармалли икĕ ферма хута янă, кăçалхи юпа уйăхĕнче виççĕмĕшне тата сăвăм залне ĕçе кĕртесшĕн.

2019 çулта фермăра эмбрион центрĕ уçнă. Кунта хĕреслентернĕ эмбрионсенчен тĕвĕленсе çитĕннĕ çичĕ пăру çут тĕнчене килнĕ ĕнтĕ. Вĕсен йышĕ уйăхсерен ӳсет. Пысăк продуктивлă вăкăр тата ĕне вăрлăхне хĕреслентернĕрен сĕт нумай паракан ĕнесем пулаççĕ.

Çак фермăсене хăпартма янă укçан пĕр пайне саплаштарма федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрнă. Кунта та шурă-хура ула голштин ăрачĕ. Республикăра ăна иртнĕ ĕмĕртех илсе килсе ĕрчетме тытăннă. Анчах «Атлашевский» ĕнисен продуктивлăхĕ чылай пысăкрах. Хальхи вăхăтра сĕт антаракан кашни ĕнерен талăкра вăтамран 29,7 литр сăваççĕ. Директор çумĕ Ольга Лаврентьева талăкра 58 килограмм параканни те пур терĕ.

Ĕнесем мĕншĕн продукци нумай панине ăнлантарса пачĕç. Вĕсене паха апатпа, вăл шутра предприятире хатĕрлекен комбикормпа, тăрантараççĕ. Вăл ĕне организмне кирлĕ тутлăхлă хутăшсемпе пуян. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакана общество хатĕрлекен апат-çимĕçе кăтартрĕç.

Олег Николаев предприяти ĕç-хĕлне пысăка хурса хакларĕ, эмбрионсене трансплантацилесе пысăк продуктивлă ĕне выльăха çитĕнтермелли меслете республикăра сарасси çинчен шухăшламаллах терĕ. Тĕплĕнрех...

www.hypar.ru Юрий Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем.
 

Рубрика: 

Комментари хушас