Куславкка районĕ

Шкула каникул вăхăтĕнче кайрăм пулин те пĕлÿ çурчĕ кĕрлесе тăрать. 9-мĕшсемпе 11-мĕшсем çанă тавăрса экзаменсене хатĕрленеççĕ иккен. 

Ачасем чунне уçаççĕ 

Сергей Шмелев çамрăк директор тарават кĕтсе илчĕ. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче 10 çул ĕçленĕскер пуçлăхра пĕрремĕш çул çеç вăй хурать-ха. 

Иртнине манма юрамасть. Халăхăмăрăн пурнăçĕнчи йывăр самантсене асра тытни пире пуç усмасăр малалла талпăнма вăй парса тăрать. Вăрçă нушине тÿссе ÿснĕ çынсен чăтăмлăхĕ, вăй-хавалĕ, пурнăçа юратни кĕçĕн ăрăва та çирĕпрех пулма хистет.

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Куславкка хулинче пулчĕ. Район администрацийĕн ертÿçи Андрей Васильев тăван енĕн кăçалхи социаллă пурнăçăн, экономика аталанăвĕпе тата кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Куславкка районĕнчи Кунерте купăста фестивалĕ иртрĕ. Юлашки çулсенче уява республика тулашĕнчен те хаваспах хутшăнаççĕ, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ. Ăна ку тăрăхри Василий Семенов фермер пуçарса янă. Ырă йăлана Куславккасем пăрахасшăн мар, çулсерен тĕплĕ хатĕрленсе ирттереççĕ.

Subscribe to Куславкка районĕ