Педагогсем форума пуçтарăнчĕç

20 Нарăс, 2020

Паян Шупашкарта республикăри педагогсен форумĕ иртрĕ. Вăл Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисене старт пачĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕнче тăрăшакансене наградăсем парса чысларĕ. Ÿкерчĕксен «Манăн Чăваш Ен» республика конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Шупашкарти 8-мĕш садике çÿрекен Карина Журавлевăпа 10-мĕш ача сачĕн воспитанникĕ Александр Якушов Олег Алексеевичăн аллинчен парнесене тивĕçрĕç.

Вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов республикăра «Вĕрентÿ» наци проектне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Чăваш Енри 40 ял шкулĕнче гуманитари тата цифра профилĕн «Точка роста» центрĕсем хута кайнă. Канашра — цифра вĕрентĕвĕн «IT-куб», Шупашкарта «Эткер» центрсем уçăлнă. Кăçал пурнăçлама палăртнă тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта тата Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнче шкулсем çĕклĕç. «Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пуçламăш классенче вĕри апатпа, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерĕпĕр», — палăртрĕ Сергей Владимирович.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Рубрика: 

Комментари хушас