Шăмăршă районĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хыснинчен çулсем тума, вĕсене реконструкцилеме тата юсама 2018 çулта пурĕ 120 млн та 306 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Ку ĕçе пĕлтĕр 107 млн та 63 пин тенкĕ явăçтарнă.
Кăçал республикăра автомобиль çулĕсем тăвас, вĕсене тĕпрен çĕнетес, юсас ĕçе мĕнле йĕркелĕç? Республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хуравлать.
Федерацин республикăри М-7 çулĕпе куллен çÿрекенсем ăна автогрейдерсемпе юртан тасатнине, КДМ машинăсемпе хăйăр-тăвар сапнине, трассăна йĕркелеме хутшăнакан вун-вун ытти техника хатĕрне асăрхаççĕ. Вĕсем - Чăваш Енри тĕп çула пăхса тăракан «Воддорстрой» обществăн.
«Дорстрой» общество Комсомольски ялĕнчи Комсомольски урамĕнчен пуçланса Луцки ялне çитекен çула юсаса пĕтернĕ. Вăл Калинино-Патăрьел-Елчĕк-Хырай Ĕнел-Чăваш Республикин чикки автоçула сыпăнтарать. 5,161 çухрăма тăсăлать.