Çула юсанă
«Дорстрой» общество Комсомольски ялĕнчи Комсомольски урамĕнчен пуçланса Луцки ялне çитекен çула юсаса пĕтернĕ. Вăл Калинино-Патăрьел-Елчĕк-Хырай Ĕнел-Чăваш Республикин чикки автоçула сыпăнтарать. 5,161 çухрăма тăсăлать.
Халĕ Комсомольскинче, Александровкăра, Луцкире, Çĕнĕ тата Кивĕ Сĕнтĕрте, ку тăрăхри ытти ялта пурăнакан водительсемпе пассажирсем кăмăллă. Малтан, машинăна хăваланă самантра, шăтăк-путăка пула вĕсем салонра е кабинăра тĕнче уçлăхĕнчи карапри космонавтсем пек çÿлелле сахал мар «вĕçнĕ». Халĕ патшапа майри пек лăпкăн та шăкăл-шăкăл калаçса пыраççĕ. Мĕншĕн тесен çĕнĕ çул çатма тĕпĕ пек тикĕс.
Комсомольскипе Луцки хушшине тăршшĕпех тата 6 метр сарлакăш асфальт сарнă. Комсомольски урамĕнче утма çула /1,5 çухрăм/ тăснă. Строительствăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлама хыснаран 33 млн тенкĕ уйăрнă. Ял-йыш çывăх вăхăтра «Дорстрой» иккĕмĕшĕн строительствине пикенессе шанать.
С.СЕРЕГИН
Комментари хушас