Пĕтĕм укçана ĕçе кĕртесчĕ

7 Ака, 2017

Кăçал республикăра автомобиль çулĕсем тăвас, вĕсене тĕпрен çĕнетес, юсас ĕçе мĕнле йĕркелĕç? Республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хуравлать.

— Сывлăш температури çĕрле самаях сивĕ, кăнтăрла ăшăтать — автоçулсем çинче шыв кÿлленчĕкĕ. Çавна пула асфальтобетон ванать, — терĕ Владимир Николаевич. — Хальхи вăхăтра трассăсене пăхса тăракан организацисем шăтăк-путăка сивĕ тата вĕри асфальтобетонпа саплаççĕ, çурхи шыв кĕперсен айĕнчи пăрăх витĕр чăрмавсăр юхтăр тесе пăртан тасатаççĕ. Федераци çулĕсене Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» общество пăхса тăрать. Трасса çинчи лакăм-тĕкĕме саплама 7 бригада йĕркеленĕ, ĕçе 21 машинăпа трактор хутшăнать. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне 12 пин тăваткал метр çинчине асфальтобетон сарса тикĕсленĕ.

— Регионти тата муниципалитетсен хушшинчи çулсене камсем йĕркене кĕртеççĕ?

— Вĕсене пăхса тăма 5 подряд организацийĕпе патшалăх килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Сăмахран, «Воддорстрой» общество Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче юсать. 5 подрядçă юсав тапхăрĕ пуçланнăранпа сивĕ, вĕри тата ятарлă машинăпа сарса, тикĕслесе хытаракан асфальтобетонпа 6 пин тăваткал метра юсарĕ. Ĕçе 12 бригадăна, 27 трактор-машинăна явăçтараççĕ. Сывлăш температури хăпарнине-аннине шута илсе БЦМ машинăсемпе шăтăк-путăка малтан битум, хыççăн вĕт чул тултарса тикĕслеççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.