Комментари хушас

5 Нарăс, 2016

Вĕсемшĕн çил-тăман та чăрмавлă мар

Федерацин республикăри М-7 çулĕпе куллен çÿрекенсем ăна автогрейдерсемпе юртан тасатнине, КДМ машинăсемпе хăйăр-тăвар сапнине, трассăна йĕркелеме хутшăнакан вун-вун ытти техника хатĕрне асăрхаççĕ. Вĕсем - Чăваш Енри тĕп çула пăхса тăракан «Воддорстрой» обществăн. Çил-тăман алхасма пуçласанах механизаторсем çул çине тухаççĕ, çĕре-куна пăхмасăр ĕçлеççĕ.

- Тăватçĕр çухрăма тасатса тăма трассăна Етĕрне, Москакасси, Кÿкеç, Çĕрпÿ, Тĕрлемес /Куславкка районĕ/, Чурачăк /Çĕрпÿ районĕ/, Патăрьел тата Чĕмпĕр облаçĕн сыпăкĕсене пайларăмăр, кашнин валли ятарлă техника тата механизаторсем çителĕклĕ çирĕплетрĕмĕр, - терĕ тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Анатолий Федоров. - Çил-тăман хÿме пуçласан транспорта çÿреме чăрмантаракан вырăнсем пулаççĕ. Сăмахран, Москакасси-Сăр юханшывĕ сыпăкра. Унти трасса ултă çырма урлă иртет. Юр вĕçтерме тытăнсанах фурăсем е чарăнса тăраççĕ, е тимĕр шапа евĕр шăваççĕ - ыттисене малалла кайма кансĕрлеççĕ, тĕлĕ-тĕлĕпе юр хыракан техникăна ĕçлеме чăрмантараççĕ. Хăшпĕр чухне çĕмĕрĕлсе çула пÿлеççĕ. Вĕсене пирĕн механизаторсем тягачпа турттарса айккине кăларсан çеç трасса уçăлать.

ПАИ ирĕк панипе «Воддорстрой» М-7 çинчи Кÿкеç светофорĕн çÿрев-чару йĕркине юр тултарма пуçласанах улăштарать. Сарă тĕс вăрах çуталса тăрсан - транспорт хăвăртрах иртет.

- Çил-тăман тухсан е асфальта пăрлаклантарсан хăшпĕр водитель васкавлăн иртсе кайма хăтланса авари тăвать те е çула пачах пÿлет, е ытти транспорта малалла кайма йывăрлатать, - тарăхать Анатолий Николаевич. - Çакна пĕлтерсенех медицинăн васкавлă пулăшăвĕпе ПАИ машинисем çитеççĕ. Апла пулин те ĕçе вĕçлеме тата пĕр-пĕрин патне пырса тăрăннă машинăсене çул айккине сĕтĕрсе тухма вăхăт самаях кирлĕ. Çавăнпах вун-вун автомобиль пуçтарăнать те «пăкă» йĕркеленет. Пирĕн механизаторсем хăйсен тивĕçне темиçе сехет пурнăçлаймаççĕ. Водительсене пĕр-пĕрне хисеплеме, аварисĕр çул çÿреме чĕнсе калас килет.

Нумаях пулмасть вĕсенчен пĕри йывăр грузовикĕпе «Воддорстройăн» мигалкăллă техникине хыçалтан пырса тăрăнтарса 350 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

- Çул-йĕр техникине ним вырăнне те хумаççĕ, - каласа парать ертÿçĕ. - Ăна ĕçлеме чăрмантараççĕ. Е çил-тăман, е шуçлак чухне Куславкка районĕнчи Пăрмас ялĕ тĕлĕнче, тарăн çырма урлă каçнă çĕрте, фурăсем чарăнса тăраççĕ - çул çÿреве вăрахлатаççĕ. Вĕсене хамăр тягачпа туртса хăпартатпăр, пăрлака ирĕлтерме хăйăр-тăвар сапатпăр.

Етĕрнепе Муркаш районĕсен­че çил-тăман, шуçлак чухне ăнăçлă ĕçленине кура тĕп çул-йĕрçĕ Сăр тата Москакасси сыпăкĕсен ертÿçисене Вячеслав Смирнова, Владимир Михайлова, Николай Петрова, механизаторсене мухтарĕ. Трактор-машина паркне пилĕк КДМ машинпа, асфальта юсамалли Керхер агрегатпа, тракторсемпе пуянлатнине, çак уйăхри çил-тăмана парăнтарма хатĕррине пĕлтерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.