Хĕрлĕ лапам Республика кунĕ тĕлне хатĕр пулать

14 Ака, 2020

Республикăн тĕп хулинчи Хĕрлĕ лапампа кÿлмек таврашне реконструкциленине Шупашкарта пурăнакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Анчах вĕсем еплерех пулассине нумайăшĕ тĕшмĕртмест. Лапама кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хăтласа пĕтереççĕ.

Паян тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева Правительство çуртĕнче çав объектсен проекчĕсемпе тата строительство мĕнлерех пынипе паллаштарчĕ. Реконструкцилекен подряд организацийĕ Хĕрлĕ лапамра ĕçсен 75% пурнăçланине, кунти мĕн пур йышши кивĕ коммуникацие çĕннипе улăштарнине, хăватлăрах электростанци вырнаçтарнине, Уралтан илсе килнĕ тăватă тĕслĕ гранитпа усă курнине, лапамра аслисемпе ачасем валли тăвакан культурăпа кану объекчĕсем хăпартассине пĕлтерчĕ.

Администраци пуçлăхĕ Шупашкар кÿлмекне хăтламалли проект çинчен те каласа пачĕ. Хĕрлĕ лапамра пурнăçлакан реконструкци çинчен видеоçыхăну мелĕпе подряд организацийĕн — «Дорисс» обществăн — генеральнăй директорĕ Всеволод Рощин хыпарларĕ.

Олег Николаев калаçăва хутшăннисем çĕкленĕ строительствăпа тачă çыхăннă ыйтусенчен хăш-пĕрне татса пама федерацин ĕç тăвакан органĕсен умне лартма пулчĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментари хушас