Комментари хушас

17 Ака, 2020

Фонтан валли кĕвĕ кирлĕ

Тĕп хулара пурăнакансене, Шупашкар хăнисене Хĕрлĕ тÿремри фонтан валли кĕвĕ суйлама сĕнеççĕ.

Хĕрлĕ тÿреме реконструкциленĕ май унта фонтан та тума палăртнă. Сооружени виç кĕтеслĕх евĕрлĕ пулĕ, çутăпа тата юрă-кĕвĕпе вылянса тăрĕ, шыв ярăмĕсем тăватă метра çити çĕкленĕç. Хальхи вăхăтра «Уçă хула» порталта ыйтăм пырать. Халăха шухăшне пĕлтерме тата фонтан ĕçленĕ вăхăтра янăракан кĕвве палăртма сĕнеççĕ. Ăна «Контактра» социаллă сетьре vk.com/music/album вырнаçтарнă вунвун композицирен суйласа илмелле.

www.hypar.ru www.og21.ru порталтан илнĕ сăн ÿкерчĕк.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ. 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.