Атăл

3 Авăн, 2020

Пăрахутсем çÿремĕç

Шупашкарти юхан шыв порчĕ Атăл леш енне илсе каçаракан транспорта çÿреме чарĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çак эрнере ятарлă йышăнăва алă пуснă. Унта вăл Атăлăн сулахай çыранне тата Сосновкăна шывпа çÿрекен транспорта тунтикунтан, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен, çÿреме чарасси пирки каланă.

Çав вăхăтрах халăха Атăл тăрăх уçăлма илсе çÿрекен пăрахутсем хальлĕхе çÿрĕç.

www.hypar.ru fleetphoto.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

ВераЭВЕРККИ.

 

8 Çĕртме, 2020

Атăла путма пуçланă

Шупашкарти икĕ тус пĕр кунхине Атăла путма пуçланă.

Ÿсĕрскерсенчен пĕри амăшĕн «Лада Калина» машинине чĕртсе тухнă. Атăл çыранĕн хĕррипе пынă чух вăл руле тусне шанса панă. Лешĕн права пулман. Руль умне вăл машинăпа çÿреме вĕренмелле ларнă. Тахăш вăхăтра автомобиль хыçалалла чакса Атăл çыранĕ хĕррине пырса кĕнĕ. Машинăна хăйсем тĕллĕн шывран кăлараймассине ăнлансан каччăсем пулăшу чĕнсе илнĕ.

10 Утă, 2015

Сывлăх - савăнмалăх, чир - асапланма

1994 çултанпа эпĕ Атăл хĕрринче пурăнатăп, Максим Горький проспектĕнче. Ир те, каç та ман куçăм умĕнче - анлă Атăл, аслă Атăл. Пытарман та, пытармастăп та: юрататăп Атăла, пурăнаймастăп çак хăватлă та мăнаçлă юханшывсăр! Атăл вăл - хавхалану, чун киленĕвĕ, Атăл вăл - уçă сывлăш. Атăл вăл - Пурнăç!