Атăла путма пуçланă
Шупашкарти икĕ тус пĕр кунхине Атăла путма пуçланă.
Ÿсĕрскерсенчен пĕри амăшĕн «Лада Калина» машинине чĕртсе тухнă. Атăл çыранĕн хĕррипе пынă чух вăл руле тусне шанса панă. Лешĕн права пулман. Руль умне вăл машинăпа çÿреме вĕренмелле ларнă. Тахăш вăхăтра автомобиль хыçалалла чакса Атăл çыранĕ хĕррине пырса кĕнĕ. Машинăна хăйсем тĕллĕн шывран кăлараймассине ăнлансан каччăсем пулăшу чĕнсе илнĕ.
Чăваш Ен Патшалăхăн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах хакла ларнă. Машина хуçин эвакуаторшăн тата штрафстоянкăшăн тÿлеме, каччăн ÿсĕр çынна руль умне лартнăшăн явап тытма тивĕ. Руль умĕнчи правасăр çамрăка ятарлă приемника 10 талăклăха ăсатнă.
Сăн ÿкерчĕк: машина. gibdd21 сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас