Атăла çĕкĕ пулă янă

Çак кунсенче Атăла 20 пин ытла вĕтĕ çĕкĕ пулă янă.

«Водоканал» предприяти Шупашкарти шыв хранилищине 23 пин вĕтĕ çĕкĕ пулă янă. Чăваш Енри шыв пурлăхĕпе усă куракан мĕн пур предприяти çулсерен çак акцие хутшăнать. Вăл шыв уçлакан сооруженисем пулăсене кÿрекен тăкаксене саплаштарма пулăшать.

«Водоканал» предприятин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен Атăла 23036 çамрăк çĕкĕ пулăпа 111 824 сазан яма палăртнă. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче юхан шыва каллех 112 пин çамрăк сазан пулă хутшăнĕ.

www.hypar.ru

 

Лариса НИКИТИНА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас