Сывлăх - савăнмалăх, чир - асапланма
10 Jul, 2015 | Хыпар | Хула | Атăл

1994 çултанпа эпĕ Атăл хĕрринче пурăнатăп, Максим Горький проспектĕнче. Ир те, каç та ман куçăм умĕнче - анлă Атăл, аслă Атăл. Пытарман та, пытармастăп та: юрататăп Атăла, пурăнаймастăп çак хăватлă та мăнаçлă юханшывсăр! Атăл вăл - хавхалану, чун киленĕвĕ, Атăл вăл - уçă сывлăш. Атăл вăл - Пурнăç!

Юлашки çулсенче улшăнмаллипех улшăнчĕ Шурă Шупашкарăн çурçĕр-хĕвеланăçĕнчи пайĕ /çурçĕр-хĕвеланăçĕнчи пайĕ çеç-и?/. Манăн куçăм умĕнчех тахçан лаша вити пулнă вырăнпа ун таврашĕнче ытарма çук илемлĕ çĕнĕ микрорайон ÿссе ларчĕ. Ăна "Волжский-3" тесе ят пачĕç /илемлĕрех, ăнăçлăрах ят та тупма пултарнă паллах, çав шутра - чăвашла та/. Пĕлтĕр, асăннă микрорайонти çуртсене туса-хăпартса пĕтерсен, Атăл хĕррине илемлетме пикенчĕç - паха чулпа та асфальтпа тротуарсем турĕç, теннис кортне хута ячĕç, ача-пăча пирки те манмарĕç, ун валли ярăнмалли, вылямалли лаптăксем йĕркелерĕç. Кунтах - гимнастика тума пулăшакан питех те паха снарядсем. "Килĕр, ирхине-и, каçхине-и, усă курăр мĕн пуррипе, çирĕплетĕр сывлăхăра, хаклă ентешĕмĕрсем!" - тенĕнех туйăнать тепĕр чухне. Чăнах та пĕтĕмпех пур кунта - ик куç тулли кăн-кăвак Атăл, ирхи уçă сывлăш, кайăксен юрри, чуна лăплантаракан шăплăх, Атăлăн чăнкă çыранĕнче ÿсекен лаштра юмансемпе илемлĕ, черченкĕ хурăнсем. Килĕр, усă курăр, çирĕплетĕр сывлăхăра! Никам та пĕр пус та ыйтмасть сирĕнтен çакăншăн!

Шел, хальлĕхе питĕ сахал çын усă курать-ха çак ырлăхпа, çак кĕтретпе... Те ирхи ыйăхĕ питĕ тутлă пĕрисен, те çемçе тÿшек çинче йăваланса выртни ытларах килĕшет вĕсене?..

Çапах та пур-ха, пур вĕсем - ырă çынсем тунă, çутçанталăк паракан ырлăхпа усă курма пĕлекенсем. Эпĕ хам çак ырлăхпа кăçалхи апрельте усă курма пуçларăм /пĕлтĕр час-часах юлташăм парнеленĕ велосипедпа ярăнса киленеттĕмччĕ/, çавна май "Волжский-3" микрорайонăн Атăл хĕрринчи спортпа кану лапамĕнче ирсерен камсем уçăлса çÿренине, утнине-чупнине, гимнастсен снарячĕсем патĕнче тăрмашнине, юратнă йыттисене уçăлтарнине /е йыттисем юратнă хуçисене уçăлтарнине/ питĕ лайăх пĕлсе çитрĕм. Тепĕр хут калатăп: шел пулин те нумай мар вĕсем, çапах та пур. Тата вĕсенчен чылайăшĕ "ахаль" çынсем мар вĕсем, пĕтĕм халăх пĕлекен, хисеплекен çынсем. Чи малтанах эп паллă дирижăра, Раççей халăх артистне Морис Николаевич Яклашкина асăнса хăварасшăн. Морис Николаевич 17-20-ри каччă мар пулин те час-часах тухать ирсерен Атăл хĕррине, утнă чух утать, чупнă чух чупать, гимнастика тăвать. Яланах хаваслă хăй, яланах ирхи хĕвел пек çиçет.

Кунтах тепĕр чухне чăваш юрри-кĕввине чылайранпа тĕпчекен Михаил Григорьевич Кондратьев профессора курма пулать. Вăл темшĕн ирех тарăн шухăша путать, пулас статйисемпе кĕнекисем пирки пуçне ватать-тĕр. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов вара уçăлма, сывлăхне çирĕплетме ытларах чухне пĕччен мар, Дима ятлă ывăлĕпе /вăл тахçанах чăн-чăн каччă, чăн-чăн ар ĕнтĕ/ пĕрле тухать. Ытти-хыттисĕр пуçне 64 çулти Николай Федорович мана турник çинче тĕрлĕ хусканусем туса тĕлĕнтерет - чăн-чăн гимнаст тейĕн! Манран, тунмастăп, пулмастех турник çинче çакнашкал "сальто-морталĕсем" тăвасси, пулмастех! Н.Ф.Угасловпа ывăлне пулах эпĕ юлашки вăхăтра ирхине... Атăлта шыва кĕме пуçларăм. Пĕлетĕр-и мĕн тери лайăх туятăн хăвна /кунĕпе!/ ирхи Атăлта /Кĕтнере, Çавалта, кÿлĕре, пĕвере/ шыва кĕрсен! Пач урăх çын пулса тăратăн!..

Тата кама куратăп, кампа тĕл пулатăп тетĕр-и эпĕ ирсерен анлă Атăл хĕрринче? Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, анчах та эпĕ час-часах Атăл хĕрринче ирсерен... Чăваш Республикин ертÿçине Михаил Васильевич Игнатьева куратăп. Çапла, çапла - Михаил Игнатьева! Ирех тăрать-мĕн Чăваш Енĕн ертÿçи. Ирех тăнипе пĕрлех вăл сывлăхран хаклăрах пуянлăх çуккине те ăнланать-мĕн. Тĕрĕс мар-им? Тĕрĕс: сывлăх - савăнмалăх, чир - асапланма. Пĕр шутласан, нимĕн те чăрмантармасть-çке пире сывлăха упрама, сывлăхăмăра çирĕплетме. Вăран та иртерех уçă сывлăша тух, ут, чуп, шăм-шакна хускат, май пур пулсан шыва кĕр. Ялта та май пур çак ансат ĕçе тума, хулара та. Çук-çке - пĕрисем ирхине нумайрах çывăрасшăн, теприсем вăраннă-вăранман çăварне пирус чикеççĕ, ÿпкисене çăра тĕтĕмпе "килентереççĕ", тата теприсен аллинче ирех - сăра е урăх шĕвекĕн кĕленчи... Нумайăшĕ çаплах эмелсене çеç шанса пурăнать, юлашки укçине эмел туянма ярать... Ирхине тăрса утасси, чупасси, уçă сывлăшпа сывласси пирки темшĕн шутламаççĕ те пĕрисем...

...Сывлăх, сывлăх! Вăл пур чухне, пĕтĕмпех йĕркеллĕ чухне, темшĕн хакламастпăр, упрамастпăр эпир ăна. Сывлăх хавшасан вара... "чавса çывăх та, çыртма çук".

Нумаях пулмасть, пĕр хĕвеллĕ те тĕлĕнмелле ирхине Атăл хĕррине сывлăхăма çирĕплетме тухсан, Николай Федорович Угаслов хăй темиçе çул каярах Америкăра курса тĕлĕнни пирки каласа кăтартрĕ. "Эпир Дима ывăлăмпа иксĕмĕр Лăпкă океан хĕрринчи хăна çуртне вырнаçнăччĕ, - аса илчĕ хисеплĕ депутатăмăр тата меценатăмăр. - Ирхине балкон çине тухрăм та тĕлĕнсе те хăраса кайрăм - çыран тулли çын, пурте утаççĕ, е чупаççĕ. Димăна калатăп: "Тух-ха, кур - кунта ирех темле ăнланмалла мар япала пулса иртет. Çыран тулли - çын!.."

Ывăлăм, ун чухне Америкăра вĕренекенскер, лĕх-лĕх кулса илчĕ çеç. "Америкăшăн ку йĕркеллĕ пулăм, - терĕ вăл, - кунти çынсем хăйсен сывлăхĕ пирки питĕ шутлаççĕ, ăна çирĕплетеççĕ, акă мĕншĕн ирех тинĕс хĕррипе утаççĕ те чупаççĕ вĕсем".

...Америка та, Обама та, Хиллари Клинтонпа Псаки те маншăн турăсем мар. Çапах та... ма, мĕншĕн вĕренместпĕр эпир Америка халăхĕнчен сывлăхăмăра упрама, ăна кунсерен çирĕплетме?! Мĕншĕн?! Мĕн чăрмантарать пире çакна тума?!

Кĕтсе илейĕп-ши эпĕ хăçан та пулсан Шупашкарăн "Волжский-3" микрорайонĕн Атăл хĕрринчи спортпа кану лапамĕнче ирсерен 4-5 çын çеç мар, çĕршер çын утнине, чупнине, уçă сывлăшпа сывланине, пĕр пус тÿлемесĕр сывлăхне çирĕплетнине?

Кĕтсе илесехчĕ!

Валери ТУРКАЙ

Валери ТУРКАЙ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.