çул-йĕр

4 Нарăс, 2021

Чăваш Ен транспорт министрĕ Владимир Осипов общество хастарĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян Чăваш Республикин Общество палатинче «Министр сехечĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн тĕлпулу иртрĕ. Ку пек мероприятие общество хастарĕсем пухăннă. Вĕсемпе тĕлпулăва пынă республикăн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов çул-йĕр хуçалăхне çитес тăватă çулта епле аталантарма палăртни çинчен каласа кăтартрĕ.

Сăмахран, çул çинче инкексем пулса иртекен вырăнсене çеç мар, аварисенче вилекенсен шутне те чакарасшăн. Çапла тума çул-йĕре кирлĕ пек юсаса, тивĕçлипе тытса тăрсан çеç май килĕ.

1 Нарăс, 2021

Çул çинче вилекенсен йышĕ ÿснĕ

Çул çинче çынсем аманнипе вĕçленнĕ инкексен шучĕ çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăра 65-пе танлашнă, е 12,2 процент чакнă.

Чăваш Ен Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Чурбанов пĕлтернĕ тăрăх, авари йышĕ чакнă пулин те вилекенсен шучĕ нумайланнă. Чи анлă тĕл пулакан инкексем – хирĕç çул çине тухса кайни, машинăсем пĕрне-пĕри çул паманни, инçĕше кирлĕ пек тытса пыманни, трасса урлă каçакансене ирттерменни, автомобильсем хăвăртлăха ÿстерни.

26 Кăрлач, 2021

Çул урлă каçакан ачана машина çапса хăварнă

Ĕнер, кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Шупашкарти Коммуналлă Слобода урамĕнче çул урлă чипер каçакан ачана машина çапса кайнă. 

"Çыхăнура" порталта вырнаçтарнă видеора хĕрача çул урлă каçиччен машинăсем пуррипе çуккине пăхни, ăна ирттерсе яма "Лада Веста" автомобиль чарăнса ларни аван курăнать. Анчах юнашар çулпа пыракан "Форд Фокус" ним пулман пек малалла ыткăнать, ача çине пырса кĕрет. Пăтăрмаха çакланнă водитель инкек вырăнĕнчен тапса сикмен-ха. Вăл тата салонти хĕрарăм машинăран тухса ача патне пыраççĕ. 

16 Юпа, 2020

Автоçyла хута ячĕç

Паян федерацин М-7 "Атăл"-Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан-Уфа автоçулĕн Чăваш Республикинчи 705+000-722+000 сыпăкне 2019-2020 çулсенче тĕпрен юсанă xыççăн Куславкка районĕнчи Куснар ялĕ тĕлĕнче caвăнăçлă уяв ирттерсе уçрĕç.

Подряд организацийĕ сыпăка реконструкцилеме пĕлтĕрхи утă yйăxĕнче пуçланă. Патшлăx контракчĕ 1,457 млрд тенкĕлĕx, çĕнетнĕ сыпăк тăршшĕ 16,8 çухрăм, сарлакăшĕ 8-15,8 метр.

27 Утă, 2020

Троллейбус паркĕ çĕнелĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти троллейбус паркне çĕнетес, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тата республикăри предприятисене хавхалантарас ыйтусемпе паян канашлу ирттернĕ. Унта Раççей Федерацийĕн промышленность тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Алексей Морозов хутшăннă.

Pages