Автоçyла хута ячĕç
Паян федерацин М-7 "Атăл"-Мускав-Владимир-Чулхула-Хусан-Уфа автоçулĕн Чăваш Республикинчи 705+000-722+000 сыпăкне 2019-2020 çулсенче тĕпрен юсанă xыççăн Куславкка районĕнчи Куснар ялĕ тĕлĕнче caвăнăçлă уяв ирттерсе уçрĕç.
Подряд организацийĕ сыпăка реконструкцилеме пĕлтĕрхи утă yйăxĕнче пуçланă. Патшлăx контракчĕ 1,457 млрд тенкĕлĕx, çĕнетнĕ сыпăк тăршшĕ 16,8 çухрăм, сарлакăшĕ 8-15,8 метр.
Çaк сыпăкпа транспортăн кашни сехетре 100 километр çÿремелли хăвăртлăxпа тăватă полосапа кайма юрать.
Подрядçă çулăн ку тăрăхĕнче пысăк ĕç пурнăçланă. Çaв шутра ялсен çумĕпе иртекен тăрăxра шавран сыхлакан экран 1473 метр вырнаçтарнине, пассажирсем валли сакăршар павильонпа туалет, 8,852 км барьер вырнаçтарнине палăртас килет.
Трассăна ялсенчен транспортпа пырса кĕме çул юппи - 14, çул çинче каялла çaврăнмалли вырăн - 3, тĕттĕмре трассăна çyтатмалли хатĕр - 250, çул-йĕр знакĕ 285 тунă.
Çyла уçма хутшăннисене ЧР Пуçлăxĕ Oлег Николаев саламларĕ, подрядçă ĕçe паха пурнăçланине, çyла хăрушлăхран хÿтĕлемелли проектпа тунăран кунта автоаварисен шучĕ палăрмаллах чакассине палăртрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.