«Тавах сире çак çула тĕпрен юсама йышăннăшăн, ку тĕллевпе укçа уйăрнăшăн. Пирĕн дачăсем инçех мар вырнаçнă, çав лаптăксене кайса çÿреме кансĕр. Уйрăмах — кĕркуннехи тапхăрта.
Паян ЧР Пуçлăxĕ Mихаил Игнатьев Канаш хулинче пулса экономикăпа социаллă пурнăç ыйтăвĕceне тишкерчĕ.
"Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçула Канаш айккипе, хулана кĕмесĕр автотранспорта тухмалли çула пĕлтĕрхи раштав уйăxĕнче туса пĕтернĕ. Ăна хута янăранпа Тăвайсем Канаша кĕмесĕр трассăна тухаççĕ. "Çак çул хулари çул çÿреве çăмăллатма пулăшать", - терĕ Михаил Игнатьев.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра çулсен строительствипе юсавĕн ыйтăвĕпе транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Павлов сăмах илчĕ.
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче регионăн наци проекчĕсене пурнăçламалли проекчĕсен тÿрлетÿсем кĕртнĕ паспорчĕсене тишкерсе ырларĕç.